Студопедия
Случайная страница | ТОМ-1 | ТОМ-2 | ТОМ-3
АрхитектураБиологияГеографияДругоеИностранные языки
ИнформатикаИсторияКультураЛитератураМатематика
МедицинаМеханикаОбразованиеОхрана трудаПедагогика
ПолитикаПравоПрограммированиеПсихологияРелигия
СоциологияСпортСтроительствоФизикаФилософия
ФинансыХимияЭкологияЭкономикаЭлектроника

Тăвăлта çуралнă çеçпĕл» (шупашкарти çеçпĕл Мишши музейĕн экспозицийĕ тăрăх).

Пултарулăх ĕçĕн ятне кашни хăй тĕллĕн палăртма пултарать, анчах конкурс темине («Çеçпĕл Мишшин пурнăçĕпе пултарулăхĕ») уçса пани пулмалла.

Оргкомитет Конкурса CD диск çине çырнă çак пултарулăх ĕçĕсене йышăнать:

- видеоролик;

- видеоклип;

- MS Power Point программипе йĕркеленĕ презентаци;

- коллаж;

- ÿкерчĕк;

- буклет;

- кино;

- комикс;

- композици (çиппе е шăрçапа тĕрлени; улăм пĕрчипе тата ытти хатĕрсемпе тĕрлĕрен хатĕрлени);

- Çеçпĕл Мишши барельефĕн эскизĕ.

Асăрхаттару!!! ÿкерчĕксене, буклетсене, композицине тата барельеф эскизĕсене А-3 пысăкăш ватман хучĕ çинче туса памалла, рама кирлĕ мар (çаксенех CD диск çине те куçарса памалла).

 

Пултарулăх ĕçне пурнăçланă чух çак йĕркесене пăхăнмалла:

- ĕçе чăвашла е вырăсла çырма юрать, акăлчанла пулсан та аван;

 

Титул листи çинче кăтартмалли йĕрке:

- номинаци ячĕ;

- пултарулăх ĕçĕн ячĕ;

- авторăн хушамачĕ, ячĕ, ашшĕ ячĕ (кĕскетмесĕр, туллин кăтартмалла)

- миçе çулта пулни, миçемĕш класра (курсра) тата мĕнле факультетра, хăш шкулта вĕренни (кĕскетмесĕр, туллин кăтартмалла);

- миçе çулта пулни, ăçта тата кам пулса ĕçлени (кĕскетмесĕр туллин

кăтартмалла, ĕçлет пулсан).

 

Документсене почтăпа ярса е пырса пама юрать.

 

Пултарулăх ĕçне Шупашкарти Çеçпĕл Мишши музейне пырса 2014 çулхи юпан 31-мĕшĕччен (428000, Чăваш Республики, Шупашкар хули, Çеçпĕл урамĕ, 8-мĕш çурт), 10 сехетрен пуçласа 18.00 сехетчен пама юрать, тел. (8352) 58-08-78, 8-927-991-03-86 е chnm@chebnet.com тата mussespel@mail.ru электрон почтипе 2014 çулхи юпан 31-мĕшĕнче 24.00 сехетчен йышăнаççĕ.

Çĕнтерÿçĕсене 2014 çулхи чÿкĕн 18-мĕшĕнче 15.00 сехетре Шупашкарти Çеçпĕл Мишши музейĕнче чыслаççĕ.

Конкурса тăратнă ĕçсене каялла тавăрса памаççĕ, вĕсемпе Çеçпĕл Мишши музейĕсенче вырăнти тата куçса çÿрекен куравсенче усă кураççĕ, каярах вĕсене Чăваш наци музейне яланлăха упрама параççĕ.

 

Конкурса йĕркелесе пыракансем:

Андреева Антонина Васильевна, Шупашкарти Çеçпĕл Мишши музейĕн ертÿçи, тел.(8352) 58-08-78, 8-927-991-03-86;

Иванова Надежда Григорьевна, Чăваш республика вĕрентÿ институчĕн чăваш филологийĕпе этнокультура вĕрентĕвĕн кафедрипе лабораторин доценчĕ, тел. 8-965-685-55-87.

 

1 хушăм

«ÇУНАТЛĂ ВУТЛĂ ЧУНЛĂ ПОЭТ»

Чăваш Республикинчи Çеçпĕл Мишшин пурнăçĕпе пултарулăхĕ

Тăрăх пултарулăх ĕçĕсен конкурсне хутшăнаканăн


Дата добавления: 2015-10-28; просмотров: 49 | Нарушение авторских прав


<== предыдущая страница | следующая страница ==>
Ccedil;йĕрки| Путь женщины-воина 1 страница

mybiblioteka.su - 2015-2024 год. (0.006 сек.)