Студопедия
Случайная страница | ТОМ-1 | ТОМ-2 | ТОМ-3
АрхитектураБиологияГеографияДругоеИностранные языки
ИнформатикаИсторияКультураЛитератураМатематика
МедицинаМеханикаОбразованиеОхрана трудаПедагогика
ПолитикаПравоПрограммированиеПсихологияРелигия
СоциологияСпортСтроительствоФизикаФилософия
ФинансыХимияЭкологияЭкономикаЭлектроника

Ccedil;йĕрки

Тăрăх пултарулăх ĕçĕсен конкурсĕн

ЙĚРКИ

«Çеçпĕл ыттысемшĕн тĕслĕх пулса тăрать: вăл сутăнман реваолюционер та, хĕрÿллĕ политика ĕçченĕ те, идейăсемпе çунатланнă ĕç йĕркелÿçĕ те, хăпартланса ĕçлекен пултарулăх çынни те. Унăн çирĕп шухăшлă ĕненĕвĕ, чи пысăк тĕллевĕсем, сăмахĕ, ĕçĕ тата ÿнер пултарулăхĕ татăлми пĕр çыхăнура пулнă. …чи малтанах вăл ÿнерçĕ, сăнарлă-ÿкерчĕклĕ шухăшлакан çын пулнă. …хайĕн сăввисенче мĕн каланисене поэт ÿнер искусстви урлă калама ĕлкĕреймен – вал ăна çĕнетсе улăштарма та пултарнă.» А.Г. Григорьев, искусствоведени кандидачĕ

Тĕллевĕсемпе задачисем

 

«ÇУНАТЛĂ ВУТЛĂ ЧУНЛĂ ПОЭТ» Чăваш Республикинчи Çеçпĕл Мишшин пурнăçĕпе пултарулăхĕ тăрăх пултарулăх ĕçĕсен конкурсне (малалла – Конкурс) Раççейре тата Чăваш Республикинче ирттерекен Культура çулталăкне, çĕнĕ чăваш поэзине никĕслекен Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 115 çул çитнине тата Чăваш республика вĕрентÿ институчĕн 80 çулхи юбилейне халалланă.

Конкурса халăх обществăри хăйĕн вырăнне ăнланса илессине аталантарас, тăван халăха юратма вĕрентес т ĕ ллевсемпе йĕркеленĕ.

Задач ă сем:

- наци культурипе кăсăклантарасси (поэзи, ÿнер, пултарулăх тата ыт.);

- Çеçпĕл Мишши хайлавĕсене халăх хушшинче анлă сарасси;

- пултарулăха аталантармалли майсем туса парасси.

 

Йĕркелекенсем

 

Конкурса Чăваш наци музейĕпе Чăваш республика вĕрентÿ институчĕ ирттереççĕ. Ăна йĕркелесе пыма Шупашкарти Çеçпĕл Мишши музейне тата Чăваш республика вĕрентÿ институчĕн чăваш филологийĕпе этнокультура вĕрентĕвĕн кафедрипе лабораторине шанаççĕ.

Хутшăнакансем

Конкурса хутшăнма Чăваш енри тата республика тулашĕнчи шкул ачисене, пуçламăш профессилле училищĕсенче вĕренекенсене, специальноç илме вĕрентекен вăтам тата аслă вĕренÿ учрежденийĕсенче вĕренекен студентсене, аслă çулхи çынсене ирĕк параççĕ.

4. Конкурс вăхăчĕ

1 тапхăр – 2014 çулхи юпан 31-мĕшĕччен хатĕрлесе çитернĕ ĕçсене йышăнасси;

2 тапхăр – 2014 çулхи чÿкĕн 1-11-мĕшĕсенче ĕçсене тĕрĕслесе пĕтĕмлетÿсем тăвасси.

 

ccedil;йĕрки

Конкурс икĕ тапхăрпа иртет.

Пĕрремĕш тапх ă р 2014 çулхи нарăсăн 7-мĕшĕнчен пуçласа юпан 31-мĕшĕччен пырать. Ку тапхăрта çакăн пек ĕçсем туса ирттерме сĕнетпĕр:

- Шупашкарти тата Канаш районĕн Çеçпĕл ялĕнчи Çеçпĕл Мишши музейĕсене кайса курасси;

- хуласемпе районсенче Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 115 çул çитнине халалласа пултарулăх ĕçĕсен конкурсне ирттересси;

- пултарулăх ĕçне чухласа илсе пурнăçласси.

Иккĕмĕш тапх ă р 2014 çулхи чÿкĕн 1-11-мĕшĕсенче иртет. Ăна Экспертсен канашĕ Шупашкарти Çеçпĕл Мишши музейĕнче ирттерет.

Иккĕмĕш тапхăр валли конкурса хутшăнакансен çак документсене ярса памалла:

1) конкурса хутшăнаканăн заявка-анкети (1-мĕш хушăм йĕркипе çырмалла);

2) хатĕрленĕ пултарулăх ĕçне CD диск е хут çинче туса килсе памалла (Конкурс ĕçне пурнăçламалли йĕркесене пăхăр).

 

Конкурса тăратнă ĕçсене Экспертсен канашĕ çак виçесемпе хаклама палăртнă:

- конкурс темине уçса пани;

- Çеçпĕл Мишшин хайлавĕсен идейине уçса пани;

- илемлĕх шайĕ;

- пултарулăх ĕçĕнчи авторăн хăйне евĕрлĕ шухăшлавĕ;

- нацилĕх сăнĕ;

- конкурс йĕркине пăхăнса ĕçе йĕркелени.

 

Конкурс вунă номинаципе иртет:

1. «Чи лайăх видеоролик»;

2. «Чи лайăх видеоклип»;

3. «Чи лайăх презентаци»;

4. «Чи лайăх коллаж»;

5. «Чи лайăх ÿкерчĕк»;

6. «Чи лайăх кино»;

7. «Чи лайăх комикс»;

8. «Чи лайăх буклет»;

9. «Чи лайăх композици»;


Дата добавления: 2015-10-28; просмотров: 34 | Нарушение авторских прав


<== предыдущая страница | следующая страница ==>
Сумхан - богатырь| Тăвăлта çуралнă Çеçпĕл» (Шупашкарти Çеçпĕл Мишши музейĕн экспозицийĕ тăрăх).

mybiblioteka.su - 2015-2024 год. (0.007 сек.)