Студопедия
Случайная страница | ТОМ-1 | ТОМ-2 | ТОМ-3
АвтомобилиАстрономияБиологияГеографияДом и садДругие языкиДругоеИнформатика
ИсторияКультураЛитератураЛогикаМатематикаМедицинаМеталлургияМеханика
ОбразованиеОхрана трудаПедагогикаПолитикаПравоПсихологияРелигияРиторика
СоциологияСпортСтроительствоТехнологияТуризмФизикаФилософияФинансы
ХимияЧерчениеЭкологияЭкономикаЭлектроника

Тихăн Петĕрккин «Кушкă ачи» повеçĕнчи историзм паллисем

Читайте также:
  1. Историзм и идеализм (исповедание веры).
  2. Историзмы и трансформация в современной городской среде.
  3. РАЗВИТИЕ МАТЕРИИ И ПРИНЦИП ИСТОРИЗМА. ПРИНЦИП ПРИЧИННОСТИ. ПРИНЦИП ЕДИНСТВА ЗАКОНОВ ПРИРОДЫ.

Ĕçе пурнăçлаканĕ:

11-08 ушкăн студентки

Петрова Лариса

 

Ĕçе тĕрĕслекенĕ:

Ильина Г.Г. доцент

 

Шупашкар-2011

 

ПЛАН

1. Умĕн калани.

2. Тихăн Петĕркки.

3. «Кушкă ачи» хайлаври истории паллисем.

4. Хыçсăмах.

5. Усă курнă литература.


 

 

УМĔН КАЛАНИ

Тăван литература аталанăвĕн юлашки тапхăрĕнче пирĕн писательсем историллĕ жанрсемпе ытларах ĕçлени паллă. Историллĕ жанрпа çырнă чăн-чăн произведенисем пулса иртнĕ ĕçсене вулакансен чунне çывăх кăтартаççĕ, мĕншĕн тесен ку пулăмсене шухăшласа кăларман. Тата геройсем те пурнăçра пулнă çынсемех. Вĕсен чăнлăхĕ никамшăн та нимĕн чухлĕ те иккĕленÿллĕ мар, çав вăхăтрах вĕсем илемлĕ литература геройĕсем пулса тăраççĕ. Апла пулсан çав чăнлăх искусство саккунĕсем палăртакан илемлĕхпе çивĕчленет те, геройсем вулакан куçĕ умне витĕмлĕ, типлă сăнарсем пулса яр-уççăн тухса тăраççĕ.
Историллĕ жанрсен малашлăхĕ пысăк. Вĕсен хăвачĕ малашне тата вăйлăрах произведенисем çырма та çитет. Хамăр литературăна илес пулсан, кунта ĕçлемелли чăннипех нумай-ха. Çакна чăваш писателĕсем лайăх ăнланаççĕ: çĕнĕ романсем, повеçсем, поэмăсем, калавсем çырса кăлараççĕ. Тихăн Петĕрккин «Кушкă ачи» повеçĕ те тăван литературăпа культурăна савакансемшĕн питĕ паха. Повеçре автор чăваш халăхне çутта кăларакан манăçми çыннăн – Иван Яковлевич Яковлевăн ачалăхне ÿкерсе парас тĕллев лартнă.

 

 


 

 

ТИХĂН ПЕТĔРККИ

Чăвашсен паллă писателĕ Тихăн Петĕркки (Петр Тихонович Петров) 1903 çулхи чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесне кĕрекен Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă.

Вулаканcем ăна ытларах ун пьесисемпе калавĕсем, повеçĕсем тăрăх пĕлеççĕ. Хăйĕн произведенийĕсенче вăл чăваш халăхĕн кивĕ саманари тертлĕ пурнăçне, революци хыççăн ун шухăш-кăмăлĕ мĕнле улшăнса пынине сăнласа кăтартать. Хăш-пĕр пьесисемпе калавĕсенче вара писатель чăваш хресченĕсен коллективизаци тапхăрĕнчи ĕçĕ-хĕлĕ, кĕрешĕвĕ çинчен каласа панă. Ку тĕлĕшпе вулакан асĕнче уйрăмах «Çĕнелнĕ тымар» повеç юлать.

Тихăн Петĕркки — педагог. 1923 çултанпах учительте ĕçлет. Юлашки хĕрĕх çул хушшинче вăл учительте те, вăтам шкул директорĕнче те, районти çут ĕç пайĕн заведующийĕнче те ĕçленĕ. Тăватă çула яхăн Аслă Отечественнăй вăрçăра пулнă. Унта паттăрла çапăçнăшăн правительствă ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе тата темиçе медальпе наградăланă.


 

«КУШКĂ АЧИ» ХАЙЛАВРИ ИСТОРИ ПАЛЛИСЕМ

Илемлĕ-çке Кушкă çĕрĕ-шывĕ! Ялĕ лапăра ларать, ăна икĕ енчен тусем хÿтĕленĕ, тепĕр енчен Канна шывĕ çавăрса илнĕ. Ялăн сылтăм енче — Пыллăх вăрманĕ, тепĕр енче — Аслă улăх. Çуркунне Кушкă ачисем Тĕпек çеремлĕхне путек-сурăх çитерме тухаççĕ. Çулла Кăнна шывĕнче ача-пăча шапăлтатать. Ял варрине, Хрестума, çамрăксем вăйă калама пуçтарăнаççĕ... Çак илемлĕ çĕршывра, Кушкă ялĕнче, çуралса ӳснĕ ĕнтĕ чăваш халăхĕн аслă ывăлĕ — Иван Яковлевич Яковлев.

Кĕнеке авторĕ Тихăн Петĕркки те Кушкă ялĕнче ӳссе çитĕннĕ. Çавăнпа та-ши кĕнекери сăнарсем куç умне чĕррĕн тухса тăраççĕ.

Ĕçсем 19 ĕмĕр варринче Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Кушкă ялĕнче пулса иртеççĕ. Ку таврара пурăнакан утелни хресченĕсен пурнăçне автор ĕненмелле çырса кăтартнă. Вĕсен çити-çитми пурнăçĕ, юхăнчăк хуçалăхĕ, тĕшмĕшлĕхĕпе тĕттĕмлĕхĕ, йăли-йĕркисемпе уявĕсем, аваллăхран çитнĕ легендисемпе халапĕсем, пуласлăх çутипе çуталса тăракан ĕмĕчĕсем, кулленхи хуйхи-суйхи, юрри-кулли повеçре историлле фон пулса тăнă. Пĕчĕк Иван ачалăхне сăнлакан ÿкерчĕксем çак фон çине пĕрин хыççăн тепри тĕрĕленсе, пĕр ярăм пулса ÿкнĕ.
Историллĕ-биографиллĕ произведени пулнă май, повеçĕн уйрăм сыпăкĕсем пĕр-пĕринпе сюжет çипписемпе мар, тĕп герой ÿсĕмĕпе, унăн шухăш-кăмăл аталанăвĕпе çыхăннă. Малтанах калас пулать: повеçĕн тĕп пахалăхне тупас, унăн чăн хакне тĕрĕс палăртас тесен, шăпах ĕнтĕ автор Пĕчĕк Иванăн шухăш-кăмăлĕ вăй илсе, ÿссе, саркаланса пынине мĕнле ăсталăхпа кăтартнине шута илмелле. Кĕнекен малтанхи страницисенче пир умра – сакăр çулхи ача. Нимпех те уйрăлса тăмасть пек вăл хăйĕн тантăшĕсенчен. Вĕсемпе пĕрлех çуркунне çитнишĕн хĕпĕртет, вĕсемпе пĕрлех Тĕпек çырмине сурăхсем çитерме çÿрет, вылять, алхасать. Çапах та тем пурах унăн чунĕнче, вăхăт-вăхăтпа инçетелле тинкерекен шухăшлă куçĕсенче. «Инçе мар Киштек хирĕ, улпут вăрманĕ. Хура халăх çав вăрмана çырма урлă çеç пăхма пултарать. Мĕн чухлĕ çырла пĕтет унта çулла, мĕн чухлĕ мăйăр тăкăнать кĕркунне, мĕн чухлĕ кăмпа хăрать! Хитре курăнать улпут вăрманĕ, анчах унăн хитрелĕхĕ те, усси те халăхшăн мар çав. Мĕншĕн халăхшăн мар? Çавна ниепле те ăнланаймасть Пĕчĕк Иван». Ача шухăшланинче ĕненÿ те, шанăç та çук-ха, ку унăн халăх пурнăçне курнă май пĕчĕккĕн чăмăртанакан, тĕвĕленекен малтанхи ăнкарăвĕ çеç. Пулма пултарнă-ши аслă вĕрентекенĕн чăн пурнăçĕнче çакă? Пулма пултарнă, мĕншĕн тесен кирек мĕнле йышши чăн-чăн пултарулăх та пĕчĕклех палăрать. Этем пуласси ачаран паллă, теççĕ чăвашсем. Çак шухăша çирĕплетекен тепĕр япала пур повеçре: автор пире час-часах Пĕчĕк иван чĕрине уçса кăтартать, ăна пирĕнпе пĕрле куçа-куçăн хăварать. Малтанхи страницăсенчех асăрхатпăр эпир: ку ачан хăйĕн тĕнчи пур иккен. Ан тив, вăл халлĕхе хĕсĕк пултăр, ан тив, унта чăнлăхпа юмах хутшăнса пĕрлешнĕ пултăр – çапах та ку – унăн хăйĕн тĕнчи. Çав тĕнчере вăл, вăхăт-вăхăта анчах пулин те, хуçаланма, хăйĕн ĕмĕтне сасăпа калама пултарать. Тем тесен те, кашнин хăйĕн тĕнчи пурри этеме чи кирли, çав тĕнчесĕр – этем çук. Иван тĕнчи кунран кун пысăклансах пырать. Ача тавра пулса иртекен ĕçсем, вăл пĕлекен, паллакан çынсем, паллайманнисем те, унта майĕпен кĕрсе вырнаçаççĕ. Иван пĕлет ĕнтĕ: Шакмак Энтрийĕ усал теçетник, Щербатов исправник чăнлăх шыракан çын, Ванькка та тĕрĕслĕхшĕн пуçне хума хатĕр. Кантур пуçлăхĕ Глинка ачашăн ăнланма йывăртарах: хресченсене хиртех чĕрĕ хулăпа çаптарать, çав вăхăтрах Иван аслашшĕпе, Кĕркурипе, чиперех калаçать. Мĕншĕн? Нумай-ха Пĕчĕк Иванăн татса паман ыйтусем. Хресченсемпе улпутсем пĕрне-пĕри курайманни çинчен сахал мар илтме ĕлкĕрнĕ вăл. Вĕсем хушшинче килĕшÿлĕх çуккине те чухлать. Çавăнпа вăл: «Турă мĕскер пăхса тăрать-ши? Мĕншĕн вăл хура халăх хутне кĕмест-ши? Кам вăл утелни, кушкăсене хăратса ĕçлеттерекенни?», «Тĕрме» сăмах ăçтан тухса кайнă-ши?» - тесе пуçне çĕмĕрет.
Сăрхăнать, сăрхăнать пурнăç шăв-шавĕ, йÿççи-пылакĕ Иван чĕрине, тĕнчине. Аталансах, анлăлансах пырать ача ăсĕ. Кĕлеткипе çирĕпех мар пулин те, Иван шухăшлакан ача, ĕçрен пăрăнмасть, кăмăлĕ те унăн ăшă, çынсене те хисеплеме пĕлет вăл, хăш чух чун ăнланулăхĕпех кам лайăх, кам усал çын пулнине тавçăрать.
Пĕррехинче вĕсем ашшĕпе Теччĕре пулаççĕ, кунта тыр сутма пынă тутарсемпе чăвашсене Серебряков купса çапăçтарса янине кураççĕ. Каюм ятлă тутар Энтрие мĕн каланине илтет Иван: «Ухмахсем эпир, Энтри…- тет лешĕ. – Мĕн пирки çапăçрăмăр? Эсĕ манăнне нимĕн те илмен, эпĕ санăнне нимĕн те илмен… купсине хăйне памаллаччĕ лайăх кăна, пĕр пус та пулин ÿстернĕ пулĕччĕ». Ку калаçу та Ивана пăлхатса ярать: «Епле пăтравлă пурнăç!»
Кĕçех ача кун-çулĕ улшăнать: Йăкăнатпа иккĕшĕн Пăрăнтăк шкулне вĕренме каймалла. Аслашшĕ, Кĕркури, суккăрланнăскер, ăна шкула ярасшăн мар, хăйне çавăтса çÿреттересшĕн. Анчах Ивана «темĕскерле кăсăклăх, вăрттăнлăх илĕртет. Унăн çырăва вĕренесси, нумай пĕлесси килет». Чăн та, çакăнтан пысăкрах ĕмĕт пулма пултарнă-и унăн? Палах, çук. Пĕтĕм чунĕ-хавалĕпе вăл пĕлÿшĕн çуннă, пуласлăхра нумай-нумай тĕлĕнмелле ĕçсем тума пултарассăн туйăннă ачана. Çав вăхăтрах чăн пурнăç нуши ăна малалла мĕнле пурăнмаллине, мĕнле каймаллине кăтартнă. «Çĕр çинче тĕрĕс пурăнмалла» - шухăшланă ача. Мĕн тăвĕччĕ-ши вăл, эппин, ÿссе çитсен? «Пĕр-пĕрне усал ан тăвăр, пĕр-пĕрне пулăшса пурăнăр», - тейĕччĕ вăл çынсене. Утелние шыраса тупĕччĕ те: «Пирĕн халăха ан асаплантарăр, тырра кам ÿстерет, çав çимелле…» - тейĕччĕ.
Ку сăмахсене Ивана автор хăй шухăшласа хунине пурнăçа кĕртес тĕллевпе çеç калаттарман. Улттă-çиччĕре аллине çурта тытакан, сухалакан, сÿрелекен чш ачи, улпутпа теçетник патакне те çиекенскер, çаплах шухăшлама пултарнă. Иван шкула кайма пуçличчен: «Акă кĕнеке вулама вĕренем-ха. Ун чухне сана та вĕрентĕп… сана çеç мар, Çĕмьюн шăллуна, Наçтаçа, Салтай Ваçлине те, тата ыттисене те, нумайăшне вĕрентĕп! Пурне те вĕрентес килет!» - тени те малтанхи шухăшпа çыхăнса тăрать.
Сăмах май кунта çакна та каласа хăвармалла: Тихăн Петĕркки хăй пуçланă калав çеммине йĕркеллĕн, виçеллĕн тытса пыман пулсан, произведении пафосне пур çĕрте те пĕр пек туйман пулсан, Иван сăмахĕсем те пире ытла ĕненмеллех мар илтĕнĕччĕç.
Ехрим старик Ивана шкула каяс умĕн çапла калать: «Телейлĕ пул. Чăвашсенчен никам та утман çула тухатăн эсĕ. Тен, ыттисене те çул кăтартăн…» Халĕ, çак сăмахсене вуласан, отвечĕ малтанах паллă задачăна шутлать автор, темелле. Ехрим старикĕн сăмахĕсенче чĕрĕ туйăм çук пек туйăнмалла. Анчах та апла мар çав. Повеçĕн мĕнпур аталанавĕ, мĕнпур нумай сасăллă çемми, сăнарсемпе тĕрлĕ пулăмсен çыхăнăвĕ, старик сăмахĕсем илемлĕх искусствин логикине пăхăнса, вырăнлă, вăхăтра каланă сăмахсем пулнине ĕнентереççĕ.
Чăн та, Ивана шкула ярас текен хыпар çитиччен, ăнсăртран килсе лекнĕ чикан майри, Иван çине кăтартса, Кĕркурие: «Пысăк çын пулассин вăрлăхне акнă эс килĕнте! Акă вăл пуласлăх!» - тени кăштах мистикăлла туйăнать. Чикан майри Ивана çавăн евĕрлĕ «уçни» вулакана пачах кирлĕ мар. Мĕншĕн тесен повесть куçăмĕ унсăрах Иванăн пуласлăхĕ мĕнле пулассине систерет. Чикан майри сăмахĕсем чăнлăхпа килĕшмен пулсан, çак сцена вырăнлă та пулĕччĕ-и, тен? Капла вăл вырăнлах мар.
Пăрăнтăк шкулĕнче иртнĕ çулсем Иваншăн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ вăхăт пулнă. Кунта вăл çĕнĕ çынсемпе паллашать, çĕнĕ йĕркесене курса хăнăхать. Ачан тĕнчи тата сарăлать, чăн пурнăç йĕрĕ-паллисем çав тĕнчере ытларах та ытларах палăрса пыраççĕ. Çивчĕ куçлă ача пурне те асăрхать, сăнать, танлаштарать. Шухăшлать вăл, шухăшлама та пĕлет.
Шкул пуçлăхĕ Алексей Иванович Баратынский кĕтмен çĕртенех Иван Яковлев хушаматпа хыççăн ача чунĕнчи хурлăхлă пăлхава, ун хыççăн, Баратынский патне чупса кайса, унпа калаçнине çырса кăтартни – кĕнекери чи витĕмлĕ вырăнсенчен пĕри. Çакна вуланă чух пыра темĕн капланса килнине туятăн: Иван хăй тăлăххине, ашшĕ-амăшĕсĕррине пĕрремĕш хут илет-çке. Çав вăхăтрах хăйне пăхса ÿстернĕ çынсене чунтан юратни, вĕсене тав тума пĕлни сисĕнет.
Гаврил Мушкеев çемйипе туслашни, Афанасьев мишавайпа пулас улшăнусем (1861 çулхи реформа çывхарса килнĕ вăхăт) пирки калаçни, вырăс çемйипе чăваш çемйин пурнăçне танлаштарса пăхни – çаксем пурте Иван тавракурăмне пысăклатса пыраççĕ. Чăн ĕнтĕ, тĕн вĕрентĕвĕсĕр пуçне, ачана никам та философиллĕ пĕлÿсем паман. Ун таврашĕнчи çынсем пурнăç çинчен кашни хăй пĕлнĕ пек шухăшланă. Тиекшĕн пулсан, çын вăл – çавраçил çавăрса илнĕ çÿпĕ çеç. Баратынский шухăшĕ те ачашăн уçăмлах мар. «Алăри пÿрнесем пĕр тан мар, çынсем те çавăн пекех, Турă çапла хушнă», - ăнлантарать вăл. Çавăнпа чухăн Тиек те, çителĕклĕ пурнăçпа пурăнакан Баратынский те Ивана вĕренме сĕнеççĕ.Нушапа чăнлăхран тухмалли пĕртен-пĕр май – вĕреннинче, теççĕ вĕсем. Вунă çулхи ачана пурнăçра куллен курса хăнăхнинчен хăйĕн çĕнĕ ăнланăвĕсене уйăрма çăмăлах мар, çавăнпа та вăл, яла таврăнсан, «мĕнле пулăшмалла-ха кушкăсене?», «çутта кăларасчĕ халăха» тенĕ чух хуçалăх ыйтăвĕсем пирки шухăша каять. «Вĕренсе тухса яла таврăнас пулсан, Иван килтисен пурнăçне урăхларах туса янă пулĕччĕ, ял-йышсем, вĕсене кура, кивĕ йăласене пăрахĕччĕç. Пуçлăх пулсан, кашни килте шурăлла кăмака тума хушĕччĕ, хăйă вырăнне лампăсем туянтарĕччĕ. Анчах та мĕнле укçапа?» - шартах сикет Иван. Куна вăл пĕлеймест-ха. Çавах та ку вăхăтра ача хăй тĕллĕн шухăшлани, кăткăс пурнăçăн тĕлли-паллисĕр, çыхăнусăр пек туйăнакан куçăмсенче çухалса кайманни, Иванăн çутçанталăк пилленĕ ырă кăмăлĕ ырă шухăш-ĕмĕтсем çуратни, ача танмарлăха çивĕччĕн туйса тăни палăрать. Ку аталану çÿллĕрен çÿллĕ пусăма çитет. Акă, Алексей Иванович Баратынский типĕ тытакан шкул ачисен çылăхĕсене каçарттарть. Ачасенчен: «Патша çинчен усал калаçнине илтмен-и?» - тесе ыйтать те, лешсем шухăшламасăрах: «Çылăхлă, пачăшкă, çылăхлă!» - тесе персе яраççĕ. Çакна илтсен, тĕлĕннĕ Баратынский айăплине тупма тăрăшать, ачасене хăратса: ав, атте турă амвон çинчен сирĕн çине пăхать, тет.
Иван та вара пысăк турăша сăнать: «Кĕреçе сухаллă атте турă, çурта тĕтĕмĕпе хуралнăскер, урăх еннелле пăхнă, чĕркуçленнисене курмасть, пачăшкă хăратса çеç калать пулас», тет ăшĕнче.
Пăрăнтăк шкулĕ хăй мĕн пама пултарнине Ивана йăлтах парать. Пушкин сăввисемпе çĕр ирттерме пÿрнĕ телее мĕнпе танлаштарма пулать-ха? Иван хăйĕн вĕрентес пултарулăхне те пĕрремĕш хут кунта тĕрĕслесе пăхать: чăваш ачисене урока чăвашла ăнлантарма пуçлать, вĕсене чăвашла калаçтарать. Иванăн татах вĕренмелле-ха. Умра – Чĕмпĕр. Ача мишавайсен шкулне каять. Повесть ăсатупа вĕçленет.

Çапла эпир повесть тăрăх Иван Яковлевич Яковлев ачалăхĕн пĕ тапхăрне йĕрлесе тухатпăр. Автор çырса кăтартнă пурнăç куç умне чĕррĕн тухса тăрать. Çакă вăл Тихăн Петĕркки хăй çырса кăтартнă вăхăт паллисене тĕрĕс ăнланнинчен, Кушкă çыннисен пурнăçне, Кушкă тавралăхне лайăх пĕлнинчен килет.

Ивансăр пуçне кĕнекери ытти хăш-пĕр сăнарсем те асра юлаççĕ. Чи малтанах Григорий Пахомова илер. Вăл, турккăсемпе çапăçнăскер, Крым вăрçинче пулса аманнăскер, Георгий хĕресĕсен кавалерĕ. Унăн савăнăçĕ, асапланăвĕ, унăн кашни хусканăвĕ ăнланмалла.

Чухăн Тиеке те лайăх сăнарланă. Автор унăн пурнăçне пур енчен те уçса кăтартмасть – çапах Тиек асра юлать, унăн ăнăçусăр кунçулĕ, тепĕр чух шÿтлесерех кăтартса панăскер, шухăша ярать.

Тепĕр чух Тихăн Петĕркки вырăссен фольклор пуянлăхĕпе усă курма хăтланать. Анчах ку ăнăçлах пулаймасть. «Шăпчăка юптарусемпе хăналамаççĕ, ирт малалла, лар çиме», - тесе калаçтарни чăвашла пачах та янăрамасть. Кун пеккисем кĕнекере татах та тĕл пулаççĕ.

«Кушкă ачине» эпир çырса пĕтернĕ произведени темĕпĕр. Автор кĕнеке вĕçĕнче каланă тăрăх, повеçĕн малалли те пулмалла.

Иван Яковлевич Яковлев ячĕ пирĕн халăхра нихăçан манăçми ят. Ун пурнăçĕпе ĕçĕсем писательсемпе поэтсене пуласлăхра та пайтах хавхалантарĕç. Хайлава кĕртнĕ историлле событисем те вулакан пĕлĕвне нумай ÿстереççĕ, çирĕплетеççĕ. Тихăн Петĕркки, çак чыслă та ответлă ĕçе тытăнса, аван повесть пичетлесе кăларни пирĕншĕн пуриншĕн те савăнăç.


 

ХЫÇСĂМАХ

«Кушкă ачине» эпир çырса пĕтернĕ произведени темĕпĕр. Автор кĕнеке вĕçĕнче каланă тăрăх, повеçĕн малалли те пулмалла.

Иван Яковлевич Яковлев ячĕ пирĕн халăхра нихăçан манăçми ят. Ун пурнăçĕпе ĕçĕсем писательсемпе поэтсене пуласлăхра та пайтах хавхалантарĕç. Хайлава кĕртнĕ историлле событисем те вулакан пĕлĕвне нумай ÿстереççĕ, çирĕплетеççĕ. Тихăн Петĕркки, çак чыслă та ответлă ĕçе тытăнса, аван повесть пичетлесе кăларни пирĕншĕн пуриншĕн те савăнăç.


 

УСĂ КУРНĂ ЛИТЕРАТУРА

1. Тихăн Петĕркки. Кушкă ачи.1. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 1971. – 167с.

2. Тихăн Петĕркки. Кушкă ачи.2. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 1976. – 247с.

3. Иксĕлми вăй–хал // Тăван Атăл. – 1973. – № 11. – С. 79.

4. Петров, К. Тихăн Петĕркки / К. Петров // Ялав. – 1973. – № 11. – С. 31.

 


Дата добавления: 2015-12-08; просмотров: 100 | Нарушение авторских прав



mybiblioteka.su - 2015-2024 год. (0.012 сек.)